Кăвар чĕреллĕ поэт, Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитрĕ. Сăваплă поэтăмăра халалласа Пĕрçырланти петĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ ачасене «çавра сĕтеле» йыхравларĕ. Вĕренекенсене поэтăмăр пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен йĕркеленĕ презентаципе паллаштарчĕ. Çеçпĕл Мишшин сăввисем тăрăх илемлĕ вулав йĕркелерĕ. Ачасем тăван чĕлхе, тăван халăх пуласлăхĕ, салтак шăпи çинчен калакан сăвăсене кăмăлларĕç. Вĕрентекен ачасене çамрак та пултаруллă çамрăксем Çеçпĕл сăввисене илемлĕн каласа паннине тимлĕн итлеттерчĕ.
Кăвар чĕреллĕ поэтăмăр, унăн сăнарĕ, сăввисем чăваш халăх чĕринче упранаççĕ. Çеçпĕл Мишшине халалласа пирĕн поэтсем, композиторсем, ӳнерçĕсем сăвăсем, юрăсем, картинăсем чылай çырнă.