Çĕнĕ кĕнекесемпе паллашар-и? «Литература вулавĕ» 2-мĕш тата 3-мĕш классем валли

Çĕнĕ кĕнекесемпе паллашар-и? «Литература вулавĕ» 2-мĕш тата 3-мĕш классем валли

Вĕренÿ çулĕ пуçланасси нумаях та юлмарĕ. Шкул ачисене кăçал çĕнĕ кĕнекесем кĕтеççĕ. Чăваш кĕнеке издательстви çак кунсенче çĕнĕ вĕренÿ кĕнекисем кăларчĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем «Литература вулавĕ» кĕнекепе паллашĕç. Вĕренÿ хатĕрне В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова тата Л.В. Николаева авторсем хатĕрленĕ. Кĕнеке пуян содержаниллĕ, илемлĕ ÿкерчĕксемлĕ. Иккĕмĕш класс ачисем «Тăван шкул», «Кĕркунне çитрĕ», «Пирĕн кулленхи ĕç-хĕл», «Чĕр чун тĕнчи», «Хĕл çитрĕ», «Ăстасен çĕршывĕнче», «Пирĕн çемье», «Килсе çитрĕ çуркунне», «Çулла» темăсемпе паллашĕç. Виççĕмĕш классем вĕсемсĕр пуçне хăйсен ĕмĕчĕсем, пушă вăхăчĕ пирки тата Чăваш çĕршывĕ çинчен калаçĕç.

Ачасене кăсăклантарса яма пултарулăх ĕçĕсем, тĕрлĕ-тĕрлĕ илĕртÿллĕ хăнăхтарусем кĕртнĕ.

Литература вулавне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсене усă курма çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ.


Источник: Бюджетное учреждение Чувашской Республики дополнительного профессионального образования «Чувашский республиканский институт образования» Министерства образования и молодежной политики Чувашской Республики