Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Хучаш шкулĕнче Соловьева (Маркова) Альбина Николаевна (Хучаш шкулне вĕренсе пĕтернĕскер) сĕннипе тата хамăр ыйтнипе Юхма Мишши тата ун сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене юрлакан «Чувашские сударушки» ансамбль хăнара пулчĕç. Чи малтанах Михаил Николаевич ачасене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, чăваш халăх историйĕ çинчен каласа пачĕ, шкул библиотикине 3 пин тенкĕлĕх кĕнекесем парнелерĕ. Ун хыççăн «Чувашские сударушки» ансамбль юрăсем шăрантарма пуçларĕ. Ансамбле Чăваш наци культурин халăх композиторĕ Марина Федоровна Ильичова-Шуракăш ертсе пырать. Унпа пĕрле хăнара Соловьева А.Н.юрăç, Кляжева А.Г.юрăç, Васильев В.В. поэт пулчĕç. Вĕсен юррисемпе сăввисем ачасене тыткăна илчĕç. Уйрăмах Шуракăш аккордион каласа юрлани питĕ килĕшрĕ. Сăмах май каласан, Марина Федоровна Етĕрне районĕнче çуралса ÿснĕ. Концерт вĕçĕнче ачсене хăйсен кĕнекисене парнелерĕç. Пурте кăмăллă пулчĕç. Юхма Мишшине тата юрăçсене шкул ачисем тав сăмахĕ каларĕç тата çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕç.