Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Чăваш чĕлхи кунне ирттертĕмĕр!

    Çак кун чăвашсен паллă педагогĕ, çыравçи, ăсчахĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнă. И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170  çул çитнине халалласа  Етĕрне районĕнчи пур вĕренÿ учрежденийĕсече те йăлана кĕнĕ тĕрлĕ мероприятисем, уçă уроксем, тĕл- пулусем иртеççĕ. Тăван чĕлхе урокĕсенче вĕренекенсем И.Я.Яковлев пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, ăс – тăн тата пĕлÿлĕх çинчен çырнă ваттисен сăмахĕсене, И.Я.Яковлев вĕрентĕвĕсене ăша хыврĕç, кашни класрах чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем ачасене Чăваш Республикин «Чĕлхе çинчен калакан законĕпе  паллаштарчĕç, „Яковлев хывнă çулпа” литература каçĕсем  иртрĕç, тăван чĕлхене юратакансем, унăн малашлăхĕшĕн тăрăшакансен илемлĕ юррисемпе сăввисем шăранчĕç. Вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне, чĕлхе пĕлĕвне туптама, тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерсе грамотăсемпе парнесене тивĕçме пултарчĕç.

Район шайĕнче „Иван Яковлевич Яковлев - чăвашсен паллă педагогĕ, çыравçи, ăсчахĕ”- наукăпа  практика конференцийĕ  иртрĕ. Çак мероприятие пухăннисене Етĕрне район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн  ĕçченĕсем районти пур ачасене те саламларĕç, çипĕп вăй-хал, ăнăçу сунчĕç. Наукăпа  практика конференцийĕнче  кĕçĕн тата аслă класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Хăйсем çырнă ĕçĕсене ачасем чун-чĕререн хÿтĕлерĕç. Кашни ĕçĕнче мĕн чухлĕ ырă шухăш-туйăм, кăмăл, таса чунлăх, ырă сĕнÿ. Вĕсен пултарулăхне ятарлă жюри хакларĕ. Чи пултаруллисем: Кузьмина К.- Мăн Явăш шкулĕ ; Васильева М., Петрова Е.,- Пушкăрт шкулĕ; Петрова А.- Ирçери тĕп шкул; Лукина А.,- Мăн Чурашри вăтам шкул; Александров М.,-Тингешри вăтам шкул.  

  Етĕрне район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ пурне те Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлать, малашнехи пурнăçра çĕнĕ ÿсĕмсем, ырлăх-сывлăх тата вăй-хал сунать!