Етĕрне районĕнчи вĕренÿ учрежденийĕсем „Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2018» Акцире хутшăнчĕç!

 

2018 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, 13.00 сехетре «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2018» акци иртрĕ. Çак Акцие Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ирттерчĕç. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси, чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.

Çак Акцире Етĕрне районĕнчи пур вĕренÿ учрежденийĕсем те хутшăнчĕç. Диктант çырма кăмăл тăвакансем Етĕрне район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн Центр мониторингĕнче те пухăнчĕç. Пурĕ районта çак акцире 124 вĕренекенпе вĕрентекенсем, ача сачĕнче ĕçлекен воспитательсем, Етĕрнери ача-пăча çурчĕн педагогĕсем, вĕренÿ пайĕн Центр мониторингинче ĕçлекен методистсем хутшăнчĕç. Текстне Чăваш наци радио тÿрĕ эфирĕнче итлесе «Тăван чĕлхе” калавĕ тăрăх çырчĕç.

Етĕрне районĕнче ĕçлекенсене, вĕренекенсемпе вĕренекентекенсене, культурăпа искусство ĕçченĕсене – чăваш чунлă мĕн пур çынна «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2018» акцире хутшăннăшăн пысăк тав!

Ядринский район Чувашской Республики