Яковлев мăнукĕсем

Мăн Явăш шкулĕнчи 2 -  4-мĕш  классенче вĕренекенсен чăваш чĕлхи сехечĕ И.Я.Яковлев  халалĕсене вуланинчен пуçланчĕ. Паян ачасем чăваш чĕлхин пуянлăхĕпе, унăн илемлĕхĕпе, янравлăхĕпе мăнаçланчĕç. Вĕренекенсем валли пуçламăш класс учителĕ Яковлева А.Н. тĕрлĕрен вăйăсем хатĕрленĕ. Ачасем тăрăшсах кăсăклă пуçватмăшсен, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç,    шÿтлĕ  сăвăсем вуларĕç, чăваш çыравçисемпе сăвăçисен  ячĕсене пĕлчĕç, грамматика вăййисем вылярĕç. Кроссвордсем шутласа чĕрчунсемпе ÿсентăрансен ячĕсене чăвашла пĕлнине çирĕплетсе пачĕç. Мероприяти вĕçĕнче „И.Я. Яковлев кун-çулĕпе пултарулăхĕ” викторина результачĕсене пĕтĕмлетрĕç. 2-мĕшпе 4-мĕш  классенче вĕренекенсем Морозов П., Краснова Р., Тихонова Д,  Ловкина Т., Васильева В.  тĕрĕс хуравсем пачĕç, çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.