Иван Яковлевич Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ.

Чăваш чĕлхи эрнинче 5-9 классем чăваш чĕлхи тата литература урокĕсенче «И. Я. Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» видеоматериалпа паллашрĕç. Çавăн пекех вĕрентекен электрон презентаципе И.Я. Яковлевăн пурнăçĕ пирки каласа пачĕ, ку ĕçе шкул ачисене те явăçтарчĕ.

Иван Яковлевич Яковлев ĕçĕпе килес ăрусен асĕнче юлакан, пурнăçри пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсен йышне кĕрекен чаплă çынсен шутĕнче. Вăл çут ĕçĕпе культурăн ырми-канми ĕçченĕ пулнă, чăваш халăхĕн наци çĕкленĕвĕн пуçламăшĕнче тăнă, чăваш халăхĕ ыттисемпе, чи малтанах вырăссемпе туслă пулассишĕн çине тăнă. Вăл çут ĕç историне Чĕмпĕр хулинчи наци шкулĕсем валли учительсен кадрĕсене хатĕрлекен вĕренÿ заведенийĕн никĕслевçи тата ертÿçи, Атăл тăрăхĕнчи халăх вĕрентĕвĕн сумлă йĕркелÿçи, икĕ чĕлхеллĕ шкулти вĕрентĕвĕн педагог-новаторĕ, теоретикĕ тата практикĕ пулса кĕрсе юлнă.

Пирĕн те чăваш çĕршывĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕ пуласчĕ, Иван Яковлев вĕрентĕвне малалла тăсасчĕ.