Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш юрри…

Илемлĕ, илемлĕ...
Илемлĕ чăваш юрри.
Илемлĕ чăваш юрри те.
Юрлама пĕлсен кăна.

Чӑваш сӑмахӗ, чӑваш юрри пӗтӗм тӗнчипе янӑрать.  Чӑваш чӗлхи пуян та  илемлӗ, янӑравлӑ та ҫепӗҫ,  асамлӑ та хӑватлӑ. Ирçери пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан шкулта чăваш чĕлхи эрнинче вӗренекенсем чăваш юррисемпе паллашрĕç. Илемлĕ чăваш тумне тăхăннă хĕр ачасем хăйсен пултарулăхĕпе пурне те савăнтарчĕç. Паян шкулти пур веренекен те савăнăçлă ăмăрту ыйтăвĕсене хуравласа баллсем пуçтарчĕç,пĕтĕмлетÿ вара ака уйăхĕн 25-мĕш кунĕнче пулса иртĕ, çĕнтерÿçĕсем  парнесем те илĕç.