«Уççăн янăра чăваш чĕлхи!» савăнăçлисемпе тавçăруллисен конкурсĕ

Пушкăртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул

 Чĕлхе – халăх пуянлăхĕ. Тăван чĕлхене юратман çын çук та пулĕ çĕр çинче. Тăван чĕлхепе пĕлмелли питĕ нумай, ăна ĕмĕр тăршшĕпех вĕренмелле. Пирĕн тăван чĕлхе вăрăм та асамлă кĕпере аса илтерет. Чăваш чĕлхи эрнинче 5-мĕшсемпе (анатри чăвашсем) 6-мĕш классем (тури чăвашсем) хушшинче «Уççăн янăра чăваш чĕлхи!» савăнăçлисемпе тавçăруллисен конкурсĕ иртрĕ. Конкурсра тĕрлĕ ĕçсем, вăйăсем пулчĕç. Ĕçленĕ май ачасем тăван чĕлхе епле пуян пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç.