Паян Ирçе шкулĕнче чăваш чĕлхи эрнин кунĕ «Юмах ярăп юптарăп…» ятпа иртрĕ. Пуçламăш класра вĕренекенсем чăваш юмахĕсене артистсем пекех каласа кăтартрĕç. Пурне те Кузьминых С. тата Яковлев Р. каласа пани килĕшрĕ. Шкулта И.Я.Яковлев калавĕсем тăрах ÿкерчĕксен выставки йĕркелерĕç, кун тăршшĕпех чăваш юмахĕсене юратакансем викторина ыйтăвĕсене хуравласа баллсем пуçтарчĕç. Пĕтĕмлетÿ тусан 2, 4 классем пуринччен те нумай юмах вулакансем пулни курăнчĕ.