Чăваш Республикинче 1992 çултанпа ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне паллă тăваççĕ. Çак кун чăвашсен паллă педагогĕ, çыравçи, ăсчахĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнă. Кăçал вăл çуралнăранпа шăпах 170 çул çитет. Акă каллех ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ «Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăл куçĕ» Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ. Тĕллевĕ: ачасене Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн пурнăçĕпе манăçми ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ытларах пĕлме хавхалантарасси, хамăр халăх чĕлхине, историне, йăли-йĕркине хисеплеме, юратма вĕрентесси. Эрнен ĕç планĕпе Васильева Т.М. вĕрентекен паллаштарчĕ. Ĕçĕсем нумай та интереслĕ. Вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне, чĕлхе пĕлĕвне туптама, тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерсе грамотăсемпе парнесене тивĕçме пултараççĕ. Тÿрех ĕçе тытăнтăмăр тесен те йăнăш пулмасть. Уроксенче ачасем аслă вĕрентекенĕмĕр çинчен калаçрĕç, унăн халалĕ çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕç. 8 класс ачисем чăвашсен паллă вĕрентекенĕ И. Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă «И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» район ирттерекен интернет – викторинăна хутшăнчĕç.
«Кам тăван чĕлхене юратмасть,
Вăл тăван амăшне юратмасть.
Кам тăван амăшне юратмасть,
Вăл тăван халăхне юратмасть.
Кам тăван халăхне юратмасть,
Вăл Тăван çĕр-шывне юратмасть», - сăвă йĕркисем Чăваш чĕлхипе литература эрнин лозунгĕ кăна мар, пурнăç лозунгĕ те пулса тăрасса шанас килет.