Канашлăва хутшăнма васкăр

5-мĕш Интернет педканаш чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене йыхравлать. Вăл авăн  уйăхĕн 5-мĕшĕнче ĕçлеме пуçлать те юпа уйăхĕн 2-мĕшĕччен пырать. Яланхи пекех чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕрентекенсем интернетри канашлăва http://pkanash.chv.su каçăпа кĕрсе хутшăнма пултараççĕ.

Вĕрентекенсен интертĕтел форумне  çулсерен 150 çынна яхăн хутшăнать. Вуншар тĕрлĕ ыйту хускатаççĕ ун ĕçне явăçнă чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем: кăтарту хатĕрĕсемпе усă курасси, электрон пособисем, вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентесси, литература урокĕсене йĕркелесси, ĕç планĕсем çырасси тата ытти нумай ыйтусем тавра пырать уçă калаçу.