Компьютерсăр - пĕр утăм та

Паллă ĕнтĕ, вĕренÿ учрежденийĕсен ĕç-хĕлĕнче

компьютер технологийĕ­­сем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсен тÿпи Етĕрне районĕнче мĕнлерех-ха?

- Пирĕн 529 компьютер, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-вĕренÿпе социаллă политика пайĕн ертÿçи Анатолий Филимонов. - Кашнинпе вăтамран 6,5 ача усă курать /республикипе - 11-ĕн/. Учительсен 86 проценчĕн килте те пур, 75 проценчĕ Интернета кĕрет, 97 проценчĕ компьютер технологийĕсене «парăнтарнă». Ашшĕ-амăшĕ ачасен 65 процентне компьютер туянса панă. Килтисен 40 процентне Интернетпа çыхăнтарнă. Вĕрентекенсен 30 ытла проценчĕ харпăр хăй сайтне уçнă, 39 проценчĕ социаллă сетьсен пĕрлĕхĕсенче хăйĕн ĕç-хĕлĕпе, çĕнĕлĕхпе паллаштаракан материал вырнаçтарнă.

РФ Правительствин 2009 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн патшалăх тата муниципалитет органĕсен çынсене электрон мелĕпе информаци илмешкĕн май туса памалла. Хушнине пурнăçласа 2009-2010 çулсенче 6 шкул «Дневник.ру» Интернет-проекта ĕçе кĕртнĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ мĕнре-ха?

Ашшĕ-амăшĕ электрон дневнике е журнала уçать те ача мĕнле вĕреннине, вăл уроксене епле çÿренине килтех пĕлет, шкул хыпарĕпе, кирлĕ пулсан вĕренÿ процесĕн мониторингĕпе паллашать. Вĕренекен валли сайтра - килти ĕç, учитель сĕнекен литература тата ытти те. Çакăнтанах учитель, вĕренекен е ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕрин патне çыру яма пултарать.

- Пай вĕренÿ учрежденийĕсене «Шкул менеджменчĕ» автоматизациленĕ тытăм никĕсĕ çинче ертсе пыма тĕллев лартнă, - пĕлтерчĕ районти мониторинг тата вĕренÿ аталанăвĕн центрĕн методисчĕ Надежда Николаева. - Çак проекта Етĕрнери 1-мĕш гимнази пурнăçларĕ ĕнтĕ - электрон мелĕ­­пе учительсен ĕç-хĕлне, çитĕнĕвне, ачасен вĕренÿри кăтартăвне çутатакан, ашшĕ-амăшĕпе паллаштаракан тулли информаци, ытти документаци вырнаçтарчĕ, учреждение ертсе пырассипе, ачасене тивĕçлĕ воспитани парассипе çыхăннă ыйтусене ăнлантарчĕ. Кашни шкул 90 тĕрлĕ отчет тăвать. Çав шутра - ачасем вĕренÿре мĕнлерех ĕлкĕ­­рсе пыни, шкул ĕç-хĕлне тишкерни, администраци докуменчĕ­сем, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ, учреждени рейтингĕн картти, классемпе шкулăн кăтартăвĕсене хак пани, ытти ыйту. «SMS-сервис” ача ашшĕ-амăшне хăвăрт пĕлтерме май парать.

- Компьютер технологийĕсем пирĕн шкулсен пурнăçĕнче 2007-2009 çулсенче тарăн тымар ячĕç, - терĕ центр заведующийĕ Ольга Данилова. - Вĕсене алла илме 226 учителе пулăшрăмăр. Кашни курс 72 сехет тăсăлчĕ. Пурте пĕлĕве экзамен тытса çирĕплетрĕ. Паян компьютерпа ĕçре анлăн усă кураççĕ. Хăйсен пĕлĕвне ÿстернипе пĕрлех ачасене те ăсталăха вĕрентеççĕ. Чылайăшĕ район тата республика шайĕнчи конкурссене хастар хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Етĕрнери 3-мĕш, Тури Ачакри шкулсен учителĕ­­семпе вĕренеке­­­­­­­­­­­­­­нĕ­­­­­­­сем аван пĕлÿ кăтартнăшăн ырăпа асăнас килет. Нумаях пулмасть географи учителĕ Александр Филиппов - 1-мĕш, физика вĕрентекен Александр Николаев Шупашкарта 3-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç.

Районта - учительсен 12 ассоциацийĕ. Пуш уйăхĕнче кашни хăйĕн ларăвне ирттернĕ. Вĕсенче информацин çĕнĕ сервисне пуянлатасси пирки калаçнă. Тури Ачак шкулĕнче пухăннă учительсем компьютер мелĕпе чăваш чĕлхине вĕрентессине тишкернĕ. Вăл физкультурăпа спорта сарас ĕçре те кирлĕ. Çакна Етĕрнери 2-мĕш шкула пуçтарăннисем тĕслĕхсемпе ĕнентернĕ.

2-11-мĕш классем информатика предметне «шĕкĕлчеççĕ». Вĕренÿ пайĕ шкулсен ĕçне, учительсен пултарулăхне пахалать. Ахальтен мар ĕнтĕ хак памалли 34 индикатортан учрежденин кашни компьютерĕ умне вăтамран миçе ача ларнине, вĕрентекенсем хăйсен сайтне уçнине, миçе электрон дневник хута янине, учительсен пĕрлехи социаллă сетьсенче блог пуррине пăхаççĕ.

Акан 12-мĕшĕнче 3-мĕш шкулта районти общество организацийĕсен фестивалĕ пулчĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери Авиаци тата космонавтика кунне, пĕрремĕш космонавт Юрий Гагарин тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарнăранпа 50 çул çитнине халалларĕç. «Çăлтăрсем патне» конкурс, «Космос.ру» тата «Шухăш-кăмăл тата ракета» Интернет-олимпиадăсенче çĕнтернĕ ачасене чысларĕç. Пултарулăх çурчĕн директорĕ Галина Иванова вĕсене наградăсем пачĕ.

Анатолий Филимонов фестиваль делегачĕсен ячĕпе тухса каланă сăмахĕнче космонавтикăра наука пысăк вырăн йышăннине, уйрăммăн илсен вĕренÿре компьютерсăр пĕр утăм та тăвайманнине палăртрĕ. Çамрăк космонавтсем ача-пăча библиотекин заведующийĕ И.Г.Токарева ертсе пынă «Космос уçлăхне çĕкленер!» пултарулăх лабораторийĕ­­­нче, «Космос вылявĕ» мастер-класра /ертÿçи И.А.Богданова/, «Хăвăн çăлтăрна туп» урокра вăй виçрĕç. С.А.Николаева 3-мĕш шкулти çамрăк космонавтсен «Альтаир» ушкăнĕпе мастер-класс ирттерчĕ, авиамодель кружокне çÿрекенсем хăйсен çунатлă-моторлă аппарачĕ­­сене кăтартрĕç, «Шăрантар юрруна!» пултарулăх ушкăнĕ /ертÿçи Н.Л.Степанова/ «Иллюминатортан Çĕр курăнать!» музыка калейдоскопĕпе савăнтарчĕ. Делегатсемпе Андриян Николаев космонавта лайăх пĕлнĕ Етĕрнери Муза Егорова тĕл пулчĕ. Пултарулăх секцийĕ­сенче тăрăшулăх кăтартнисене Хисеп хучĕпе наградăларĕç.